Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫ (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Ҫуприс — хран. — Кӗтмен парне. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ӗҫ, йапала, сопытти.
Ҫеккунтӑ — лат. — Минутӑн 60-мӗш пайӗ.
Ҫектӑ — лат. — Ушкӑнран уйрӑлса пулнӑ пӗчӗк ушкӑн: пуринчен ытла релики ушканӗ.
Ҫекси — лат. — 1) Пысӑк пухусенче пӗр-пӗр ыйтӑва тӗплесе тухма суйласа лартнӑ ҫынсем. 2) Уйрӑм пайӗ, учрештенисен пайӗн пайӗ.
Ҫекрет — хран. — 1) Вӑрттӑн калакан сӑмах, пур те пӗлме кирлӗ мар йапала. 2) пӗр-пӗр йавленнн палӑрса тӑман услови. 3) тӑшмансене вӑрттӑн сӑнаса тӑма уйӑрнӑ салтаксем.
Ҫекреттар — Ҫыруҫӑ, учрештенисенче пур кӗнчелер ӗҫне туса тӑракан, пуҫлӑх валли хутсем хатӗрлекен ҫыруҫӑ; пухусенче — пуху мӗн-мӗн тунине тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса пыракан.
ҪЕП — Ҫӗнӗ еккономи политтекӗ: ҫак виҫӗ сӑмахӑн малтанхи саспаллисенчен тунӑ сӑмах: Канаш влаҫӗн краштӑн вӑрҫи пӗтсен (1921 ҫ.) пуҫланса кайнӑ политтиккӑ.
Ҫеппараттӑр — Сӗтрен хӑймине уйӑрса кӑларакан машшин.
Ҫеппараттисӑм — Ушкӑнран уйӑрӑлса тухма, ахтономиллӗ пулма тӑрӑшни. Патшалӑхсем пӗрлешше тепӗр патшалӑхпа вӑрҫнӑ чух, пӗр патшалӑхӗ, ыттисенчен уйрӑм килӗшӳ тума тӑрӑшат пулсан, ӑна ҫеппаратлӑ килӗшӳ тӑвашшӑн теҫҫӗ.
Ҫесон — хран. — Ҫулталӑк пайӗ: паллӑ, пӗр пек тӑракан вӑхӑт; театтӑрта — ҫуллахи, йе хӗллехи уйӑхсем (хӗллехи, йе ҫуллахи ҫесон).
Ҫеҫҫи — лат. — Вӑхӑтран-вӑхӑтран пухӑнакан ушкӑнӑн пухӑвӗ ӗҫлекен вӑхӑт, сӑмахран — ӗҫтӑвкомсен ҫеҫҫийӗ.
Ҫентьтьапӗр — Ҫулталӑкӑн 9 мӗш уйӑхӗ, авӑн уйӑхӗ.
Ҫенссатси — лат. — Пурне те хӑй ҫинчен калаҫтаракан ӗҫ.
Ҫерийа — хран. — 1) Ӗрет, йӗрке, ушкӑн, пай. 2) расретсемпе тухса пыракан патшалӑх сайомӗ.
Ҫейм — Хӑш-хӑш пуршуаҫиллӗ патшалӑхсенче (Хинльантьи, Польшшӑ) парламент, халӑх претставиттӗлӗсен пухӑвӗ.
Ҫихвилис — Намӑс чирӗ, питӗ сикекен чир.
Ҫистемӑ — крек. — 1) Пӗр майлӑ вӗрентӳсен йӗркеленӗ пухӑвӗ (хилосохви ҫистеми); 2) йапала пайӗсен йӗрки, вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыпҫуллӑ, килӗшӳллӗ тӑни (тӗнче ҫистеми, нервӑсен ҫистеми); 3) пӗр-пӗр ӗҫӗн майӗсемпе тӗрӗс планӗ (управлени ҫистеми). Хӗвел ҫистеми — хӗвел тавра ҫавӑрӑнса тӑракан планеттӑсемпе кометтӑсем. Кеолоки ҫистеми — ҫӗр пичӗ хытса пулса пынӑ ҫӗрте уйрӑм тӑракан пай.
Ҫимульатси — лат. — Пӑлахайа хывни, ҫук йапалана пур тесе суйни; сӑмахран — салтакран хӑтӑлашшӑн чирлӗ тесе кутӑнланни.
Ҫимппатьтьи — крек. — Савни, йуратни, кӑмӑла кайни.
Ҫимметри — крек. — Йапалан пайӗсем тӗрӗс, икӗ йенче те пӗр пек тӑни: ҫимметриллӗ йапалана ҫурмаран кассан, икӗ ҫурри шӑп пӗр пек пулаҫҫӗ.
Ҫинтиккат — хран. — 1) Каппитталисӑмла претприйатьтьисен рынӑка пӗр пӗринпе валеҫҫе, тавар хакӗсене нормӑласа конккурентсине пӗтерме тӑрӑшакан сойусӗ. 2) Хрансири ӗҫлекенсен прохсойусӗсем.
Ҫинтиккалисӑм — Револьутсиллӗ вӗрентӳ: каппитталисӑма пӗтерсе, сотсиалисӑм тумашкӑн ӗҫлекенсен парламӗнтсем урлӑ мар, хӗҫ пӑшалпа каппитталисеемпе кӗрешше те мар, ӗҫлекенсен ҫинтиккачӗсем туса, стачкӑсем туса, ӗҫлекенсен пурӑнӑҫне еккономиккӑ тӗлӗшӗнчен аванлатса, вӗсен орканисатсисене вӑйлӑтатса пыма чӗнет. Пуринчен ытла ҫинтиккалисӑм Хрансири ӗҫлекенсем хушшинче вӑйлӑ тӑрать.
Ҫинттӑкҫис — крек. — Краматтиккӑ пайӗ: чӗлхен ӑрасна сӑмахӗсем пӗрлешше халап пулас сакконӗсене вӗрентӗт.
Ҫинттӗс — крек. — Аналиспа хире-хирӗҫ поньатьтьи: вак поньатьтьисене пӗрлештерсе вӗсенчен пӗр пысӑк поньатьтьи туни.
Ҫӳшет — хран. — Литтераттурӑ, йе мусӑк происветенисен тӗп шухӑшӗ, темӑ.
Ҫкелет — крек. — 1) Етемӗн, йе выльӑх-чӗрлӗхӗн ӳт-тирӗнчен тасатнӑ шам-шакӗ; 2) мӗнӗн те пулин тӗрекӗ, пурне те тытса, ҫӗклесе тӑракан пайӗ.
Ҫпеккульатси — лат. — Кирек мӗнле ӗҫрен те пысӑк услам курма тӑрӑшни, таса мар ӗҫҫемпе ҫыхланса услам курни.
Ҫпеккульант — хран. — Спеккульатсипе ҫыхланса ҫӳрекен.
Ҫпектаккӑль — хран. — Театтӑрта пӗр-пӗр пйессӑ выльаса кӑтартни.
Ҫпектӑр — лат. — Ҫутӑ пайӑркине виҫкӗтеслӗ кӗленче присмӑ витӗр кӑларсан ҫутӑ саланса темиҫе тӗслӗ пулакан ӳкерчӗк (хӗвел ҫпектӑрӗ — асамат кӗперри — хӗвел ҫути ҫумӑр тумламӗсем витӗр тухса саланнӑран пулать).
Ҫпетсиалис — ҫпетсӑ — Пӗр ӗҫе питӗ лайӑх вӗренсе ӑна пӗлсе тӑракан.
Ҫпетсиалисатси — Пӗр ӗҫе лайӑх тума вӗренни.
Ҫпирт — Алккокӑль, пылак йапаласем йӳҫҫен пулакан, ӳсӗртекен йапала.
Ҫтена — выр. — 1) Ҫурт таврашӗнче — пӳлӗмсене уйӑрса тӑракан хупӑр; шӑтӑксӑр карта; 2) Кирек мӗнӗ те урӑх йапаларан уйӑракан хупӑр.
Ҫтенокрахви — крек. — Ӑрасна паллӑсемпе хӑвӑрт ҫырмалли искусствӑ.
Ҫтенокрахвис — Ҫтенокрахвипе ҫын сӑмахӗсене калаҫнӑҫемӗн ҫырса пыракан.
Ҫтереоскоп — крек. — Картьтьинсем пӑхмалли хатӗр: хоттокрахвипе ӳкернӗ карттинсем ахаль пӑхнӑ пек лаптак мар, чӑнах тӑнӑ пек, чӑмӑррӑн, темиҫе йенлӗ курӑнаҫҫӗ.
Ҫтерлӗнк — Ӑнкльири укҫа, пирӗн шутпа 10 тенке йахӑн.
Ҫтил — крек. — 1) Писсаттӗлӗн, йе хутошнӗкӗн ҫырас манерӗ; литтераттурӑпа искусствӑн пӗр-пӗр еппоххӑна пӗлтерекен характӗрлӗ паллӑсем. Кивӗ ҫтил — Кивӗ кӑлентар, Йули кӑлентарӗ; Сӗнӗ ҫтил — Крикори кӑлентарӗ.
Ҫтиппентьи — лат. — Вӗренекенсене тӗрлӗ учрештенисем парса тӑракан поссопи.
Ҫтиппентьиат — лат. — Ҫтиппентьи илсе тӑракан вӗренекен.
Ҫтиххийӑ — крек. — Тӗнче вӑйӗ: ҫын хӑй тӑрӑшнипе чарма пултарайман вӑй (ҫӗр четрени, вӑйлӑ ҫумӑр т. ыт.)
Ҫтиххотворени — Сӑвӑллӑ, илемлӗ ҫырнӑ литтераттурӑ происветени.
Ҫметтӑ — Пулас расхутсемпе тоххотсене тӗрӗслесе, шутласа ҫырнӑ хут.
Ҫвитетлӗ — Курса, пӗлсе тӑракан.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-20 12:47:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3406 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем